Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чечек (М. Удалов, XI пай)

Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.



Кӗҫех, — усал ӗҫ пулнӑ хыҫҫӑн, —
Ял-йыш кӗтет-мӗн Ишута.
Ун пурлӑхне пӑхмасть вӑл выҫҫӑн —
Ҫын халӑх йӑлине тытать.
Ухтер вилсен те арканман
Ун пысӑк ҫуртӗнче йӗркелӗх:
Картишӗнче ялан тирпейлӗ, —
Кил-йышӗ ӗҫсӗрех ларман, —
Пусне-хирне акса хӑварнӑ,
Выртман-мӗн ҫумланса йӑран,
Ҫитернӗ выльӑхне, шӑварнӑ,
Сыватнӑ ҫамрӑк ӑйӑра.

Карета ҫитрӗ те вӑратрӗ
Тӑп-лӑпкӑ ялӑн урамне;
Ухтерӗн кил карти умне
Пырса тӑрса тусан хӑпартрӗ.
Лашан ҫӑварӗ кӑпӑкланнӑ,
Сывлать вӑл тарӑн хашкаса.
Ун чакӑр куҫӗсем вутланнӑ,
Тӑрать, — вӑл хӗрнӗ, — ташласа.
Ял-йыш, — йӑли пур, — хисеплерӗ:
Ярт уҫрӗ анлӑ хапхана.
Иртнисене вӑл ас илмерӗ —
Паян эс, — терӗ, — пул хӑна.

Ишут кӳме ҫинчен анса
Йӗри-тавра пит тимлӗн пӑхрӗ,
«Тӑмарӗ, — терӗҫ, — вӑтанса —
Куҫӗпеле ҫӑхан пек сӑхрӗ»;
Часах-мӗн кайрӗ сӗврӗлсе
Ял-йыш хисепӗ. Халь кӗтеҫҫӗ
Ишут мӗн каласса; тӗпчеҫҫӗ:
«Мӗн пулӗ чӑнлӑха пӗлсен?»
Вӑл ашшӗне кӗтет... Леш карчӑк
Ишут патне утса ҫывхарчӗ,
Пӗлтерчӗ вӑл йӗре-йӗре
Ун ашшӗ кӗнине ҫӗре:

«Сан аҫуна Кавруҫ вӗлернӗ,
Ҫавах, ҫавах, тӗнче пӗлет».
Ҫапла ват тарҫӑ ӗнентернӗ
Ишут вӑраххӑн ас илет:
«Кавруҫ? Тӑхта, вӑл кам таврашӗ?..
Эп унпала ача чухне
Ялан ҫӳренӗ уй чӳкне...
Аха, вӑл ҫавӑ-ҫке, юлташӗ;
Вӗсен кил-ҫурчӗ Леш касра.
Пӗр кун иртмен пӗрле пулмасӑр,
Юлман Шуршуварне чупмасӑр...»
Ачалӑх таврӑнчӗ асра.

Ку таранччен чун тарӑхман,
Хура нихҫан куҫран пӑхман.
Паян умра вӑл: ашшӗ ҫук.
Мӗн тӑвӑн-ха, кама мӗн калӑн
Чӗре ытла ыратнӑ чух?
Ирӗксӗрех пуҫпа ҫухалӑн
Пӑрахнӑ тӑлӑх пек пулсан;
Хӑвна ху пӗр-пӗччен юлсан.
Вӑл, пурнӑҫ тинӗсӗ, пит тарӑн,
Вӑл хумханать ытла хаяррӑн;
Ӑс ҫухатса путсан, енчен,
Тухаймӑн унӑн тӗпӗнчен.

Халь ҫамрӑк ҫыннӑн пуҫӗнче
Кумать ҫӗр шухӑш умлӑн-хыҫлӑн,
Анчах выртмасть ун умӗнче
Пулса иртни тӳр ҫул пек уҫҫӑн.
Вӑл ҫавӑнпа шутлать, виҫет:
Вӑраххӑнах хуҫа пиҫет.
Ухтер хӑварнӑ пысӑк пурлӑх:
Ҫаран, вӑрман та ӑшӑх шурлӑх,
Улт-ҫич арманӗ улӑхра
Пайта параҫҫӗ кунӗн-ҫӗрӗн.
Ку ырлӑхпа таҫта та кӗрӗн —
Ишутӑн вӑйӗ пурлӑхра.

Вӑрман. Ҫул кӗчӗ чӑтлӑха.
Кунта уҫланкӑ, шывлӑ вар...
Аса илтерчӗ Шуршувар
Ачалӑха та яшлӑха.
Вун саккӑрти ҫынна мӗн кирлӗ?
Муштра, француз чӗлхи те бал
Е сив сӑра пӗр-ик бокал,
Тата ун учӗ чуптӑр вирлӗ.
Куҫа хупсассӑн чӗрӗлеҫҫӗ
Асри илемлӗ сӑнарсем:
Тӗтреллӗ Питӗр — хӗрелеҫҫӗ
Сӗм витӗр пӗчӗк хунарсем.

Иртни — мӗлке пекех, чӗлхесӗр,
Ялан малта вӑл е хыҫра,
Анчах хӑйне вӑл систермесӗр,
Тӑман нихҫан та пурнӑҫра.
Пулман пулсассӑн ҫыннӑн хурлӑх,
Пӗлеймӗ савӑнӑҫ мӗнне,
Каҫман пулсан хӗн пурнӑҫ урлӑ,
Сисеймӗ унӑн сӗткенне.
Ишут пӗлмен хура куна,
Вӑл иртнӗ, кайнӑ тӗкӗнмесӗр.
Хастар чӗрӗлекен туна
Пулса вӑл ӳснӗ пӗрӗнмесӗр.

Вӑл, пуҫламасӑр тӗкленме,
Илет ҫак пурнӑҫра ыр вырӑн.
Тепришӗн, ҫук, тем чухлӗ шырӑн,
Анчах май пулмӗ ҫӗкленме.
Ишутӑн пулнӑ май: Ухтер
Ҫын тарӗпе пуҫтарнӑ пурлӑх,
Ҫынна нумай кӑтартнӑ хурлӑх,
Унран нумайӑш курнӑ терт.
Ҫапла Ишут пӗр ал хумасӑр
Халь пулчӗ пурлӑхӑн хуҫи.
Нуша курмасӑр, тар тӑкмасӑр,
Вӑл халӗ муллӑ, чаплӑ ҫын.

Паян хӑй ашшӗсӗр юлни
Чунне кӑкларӗ, ыраттарчӗ.
Ӑшра ҫилли ун тӑп-тулли —
Памарӗ канӑҫ: ыйӑх тарчӗ.
Ырришӗн чӗринче ҫук анлӑх,
Йӑлт пуш ҫӗре ӑс хыпашлать,
Ашри ун хӗмлӗ курайманлӑх
Ялан кӑшлать чуна, кӑшлать.
Пуҫра, пуҫра вӑрман шӑв-шавӗ.
Хӑҫан ӑна Ишут хӑварӗ?
Хаярлӑхӑн сӳнми кӑварӗ
Хистет тискеррӗн тавӑрма.


Ытти пайӗсене кунта тупма пулать.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-05-04 08:23:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2677 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем